Шупашкарти сӗт завочӗн аталанӑвне ҫывӑх ҫулсенче 1 миллиард та 800 миллион тенкӗ хывма палӑртаҫҫӗ

Шупашкарти сӗт завочӗ аталанса пырать. Предприятире сӗт йышӑнмалли тата упрамалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Ку вӑл Атӑл тӑрӑхӗнче чи лайӑххи шутланать. 

Завода инвестици проекчӗпе 2030-мӗш ҫулччен виҫӗ тапхӑрпа ҫӗнетмелле. Пӗрремӗшӗ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн предприятире сӗт йышӑнмалли станци вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ ӗҫе самай ҫӑмӑллатнӑ. Цеха сӗт турттаракан машинсем кӗрсенех чи малтанах чӗр тавар пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, анализ илеҫҫӗ. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан сӗте станцине юхтарма пуҫлаҫҫӗ.

Сӗте республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен илсе килеҫҫӗ. Ҫӗнӗ хатӗр вырнаҫтарнипе цехра сехетре 50 тонна чӗр тавар йышӑнаяҫҫӗ. Кунта вара ӑна тирпейличчен вӑхӑтлӑх упраҫҫӗ. Пурӗ "танк" текен 6 хатӗр лартнӑ. Пӗтӗмӗшле 600 миллион тенкӗ хывнӑ. Вӑл шутран 81 миллионне патшалӑх саплаштарнӑ. Производствӑна ҫӗнетни талӑкне 400 тонна сӗт тирпейлеме май парать, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те ӳснӗ. Паян заводра 40 ытла тӗрлӗ юр-вар туса кӑлараҫҫӗ. Предприятире ҫакӑнпа чарӑнса тӑрасшӑн мар, продукцие чикӗ леш енне тата та ытларах ӑсатма пуҫласшӑн.

Ятарлӑ инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарти сӗт заводне ҫӗнӗтме 6 ҫулта пурӗ 1 миллиард та 800 миллион тенкӗ хываҫҫӗ.

Диана Сафонова, Святослав Петров