Сӗнтӗрвӑрри ҫулне "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Ӗҫе темиҫе тапхӑрпа тӑваҫҫӗ. 2022-мӗш ҫулта "Кӗрӗк" фабрикӑран пуҫласа «Энергозапчасть» таранхи лаптӑка йӗркене кӗртнӗ. Пӗлтӗр "Кремечке" чарӑнуран пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗ хӗрӗсленнӗ вырӑна ҫити асфальтӑн ҫиелти пайне улӑштарнӑ. Паянхи кун вара объекта 70 процента яхӑн юсанӑ. Тӗп лаптӑкра аялти сийне сарса пӗтернӗ.
Ҫавӑн пекех кунти ҫавра ҫула ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ, ҫутӑ тытӑмне улӑштараҫҫӗ, обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче павильонсем вырнаҫтараҫҫӗ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинчи ӗҫе подрядчик юпа уйӑхӗнче пӗтерме шантарать.
Хула пухӑвӗн депутачӗсем ҫавӑн пекех Шупашкарти пляжсене тӗрӗслерӗҫ, халӑха канма мӗнле майсем пуррине хак пачӗҫ. Унсӑр пуҫне хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрчӗҫ. Шыва кӗме юраман вырӑнсене ятарлӑ хатӗрсемпе палӑртнӑ, асӑрхаттаракан пӗлтерӳсем ҫакнӑ. Кунта ҫӑлавҫӑсем сыхӑ тӑраҫҫӗ, медицина пулӑшӑвӗ памалли пулӗм пур. Тӗп хулара пурӗ 4 пляж ӗҫлет.
Шыва кӗме ирӗк панӑ вырӑнта чӳхенсен тата хӑрушсӑрлах йӗркине ҫирӗп пӑхӑнсан кӑна кану лӑпкӑ иртӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров