"Кӗмӗл волонтёрсен" юхӑмӗ пирӗн республикӑра 7 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ. Вӑл Чӑваш Енри хулапа муниципалитетсенчи пуян чунлӑ, ырӑ чӗреллӗ ҫынсене пӗр чӑмӑра пуҫтарать. Центр Мускав районӗнче пурӑнакан хастар, мал ӗмӗтлӗ аслӑ ӳсӗмри ҫынсене пӗрлештерекен лаптӑк пулӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсен пушӑ вӑхӑт нумайланать, ҫавна май вӗсем ӑна усӑллӑ ирттерме, ыттисене ырӑ ӗҫсем туса пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Волонтёрсем хӑйсен вӑхӑтне, вӑйне шеллемеҫҫӗ. Ыттисене вӗсем яланах пулӑшма хатӗр. Пӗрисем пултарулӑх енне туртӑнаҫҫӗ, теприсем ал ӗҫӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Пурин те чун киленӗҫӗ пур.
Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова