Шупашкарти "Малютка" ача ҫуртӗнче 4 ҫул тултарман 40-е яхӑн ача пурӑнать

Вӗсем мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр, кил-ҫурт ӑшшисӗр ҫитӗнеҫҫӗ. Пепкесене хавхалантарас тесе тӗп хулара ятарлӑ акци пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн студентсем ачасем валли парнесем хатӗрленӗ.

"Ачана савӑнӑҫ парнеле" ыркӑмӑллӑх акцине Ленин районӗнчи Ҫамрӑксен правительстви пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кашни ҫул тӗп хулари аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем ырӑ ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ачасем валли укҫа-тенкӗ пуҫтараҫҫӗ, унпа кулленхи пурнӑҫра кирлӗ япаласем, теттесемпе кӗнекесем туянаҫҫӗ. Хальхинче акцие хутшӑнакансем "Малютка" ача ҫуртне 300-е яхӑн подгузник, тӗрлӗ апат, пылак кучченеҫсем парнелерӗҫ. Ҫак пулӑшу учрежденире ҫитӗнекен ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров