Шупашкарти куҫ курманнисен библиотекинче ятарлӑ компьютер класӗ йӗркеленӗ

Паянхи кун компьютерсӑр пӗр ӗҫ те тӑваймӑн. Ҫавна шута илсе Шупашкарти куҫ курманнисен библиотекинче ятарлӑ класс уҫрӗҫ. Унта студентсемпе шкул ачисем кӑна мар, кашни кӑмӑл тӑвакан вӗренме пултарать. 

Унччен библиотекӑра 1 компьютер кӑна пулнӑ пулсан, халӗ 5. 4-шне "Доступная среда" федераци программипе тата республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫапа туяннӑ. Ҫавӑн пекех класс видео пысӑклатмалли хатӗрпе тата брайль принтерӗпе пуянланнӑ. Пурӗ 4 миллион тенкӗ ытла тӑккаланӑ. Япӑх куракансемпе кунта 2014-мӗш ҫултанпа Николай Парахин ӗҫлет. Пӗр компьютер пулнӑ чухне эрнере 10 ҫын кӑна ҫӳреме пултарнӑ. Халӗ вара кунне 5 ҫын. Вӗсем 3 тапхӑрпа вӗренеҫҫӗ. 

Ятарлӑ класра халӗ ворд документне Брайль ҫине куҫарма, ҫавӑн пекех ӑна принтерпа пичетлесе кӑларма пултараҫҫӗ. Владимир Волченков сывлӑхӗ хавшак ачасен шкул-интернатӗнче 11-мӗш класра ӑс пухать. Вӑл компьютерпа вӗренме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Хӑйне валли нумай ҫӗннине уҫасса шанать арҫын ача. Паян библиотекӑна суккӑр е куҫӗ япӑх курӑкан 3 пине яхӑн ҫын ҫырӑннӑ. Кунта вӗсен пурнӑҫне туллирех тӑвас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Андрей Шоклев