Унччен библиотекӑра 1 компьютер кӑна пулнӑ пулсан, халӗ 5. 4-шне "Доступная среда" федераци программипе тата республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫапа туяннӑ. Ҫавӑн пекех класс видео пысӑклатмалли хатӗрпе тата брайль принтерӗпе пуянланнӑ. Пурӗ 4 миллион тенкӗ ытла тӑккаланӑ. Япӑх куракансемпе кунта 2014-мӗш ҫултанпа Николай Парахин ӗҫлет. Пӗр компьютер пулнӑ чухне эрнере 10 ҫын кӑна ҫӳреме пултарнӑ. Халӗ вара кунне 5 ҫын. Вӗсем 3 тапхӑрпа вӗренеҫҫӗ.
Ятарлӑ класра халӗ ворд документне Брайль ҫине куҫарма, ҫавӑн пекех ӑна принтерпа пичетлесе кӑларма пултараҫҫӗ. Владимир Волченков сывлӑхӗ хавшак ачасен шкул-интернатӗнче 11-мӗш класра ӑс пухать. Вӑл компьютерпа вӗренме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Хӑйне валли нумай ҫӗннине уҫасса шанать арҫын ача. Паян библиотекӑна суккӑр е куҫӗ япӑх курӑкан 3 пине яхӑн ҫын ҫырӑннӑ. Кунта вӗсен пурнӑҫне туллирех тӑвас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Андрей Шоклев