Кашни аттракциона специалистсем тӗплӗ тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫакна валли вӗсен тӗрлӗ хатӗр пур. Кунта акӑ каруселе тытса тӑракан каштасен, юпасен хулӑнӑшне виҫеҫҫӗ. Ҫыхӑнмалли пиҫиххисен, ларкӑчӗсен ҫирӗплӗхне те пӑхаҫҫӗ. Ярӑнма килекенсемшӗн савӑнӑҫ инкеке ҫаврӑнасран хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, палӑртаҫҫӗ патшалӑх техника надзорӗн инспекторӗсем. "Лакрей вӑрманӗ" паркра ҫакна тӗпе хураҫҫӗ. "Диамет" компанин специалисчӗсемпе вӑл нумай ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑну тытать. Аттракционсене тӗрӗслеме вӗсем Мускав облаҫӗнчен кашни ҫуркунне килеҫҫӗ.
Лакрей вӑрманӗнче 17 аттракцион. Иртнӗ 12 ҫулта ҫӗннине 10 туяннӑ. Заводран 1982-мӗш ҫултах кӑларни те пур. - Ҫулне кура мар вӑл юсавлӑ та ҫирӗп, сӑн-сӑпачӗ ҫеҫ илӗртӳлӗхне ҫухатнӑ. Хӑрушлӑхсӑр пулнипе пӗрлех илемӗ те кирлӗ , - тет Александр Романов инженер. Тӗрӗслев кӑтартӑвӗсене патшалӑх техника надзорӗн инспекторӗсем тишкерсе тухаҫҫӗ. Ӗҫлеме ирӗк парасси те - вӗсен тивӗҫӗ.
Аттракционсен операторӗсен те ӗҫе пуҫӑниччен вӗренӳ курсӗсене пӗтермелле. Ҫав вӑхӑтрах парка ярӑнма килекенсен те хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнмалла, тимлӗ пулмалла.
Кӑҫал Чӑваш Енре 200 яхӑн аттракцион ӗҫлӗ. Ҫуллахи сезон кану паркӗсенче йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать.
Екатерина Фомина, Святослав Петров








