Шупашкарти Иванов урамӗнче археологсем ӗҫе пикеннӗ

Хальхинче гуманитари ӑслӑлӑхӗн институтӗнче тӑрӑшакансем Петр Осипов ячӗпе хисепленекен хулари пӗрремӗш больница таврашне тӗпчеҫҫӗ. Пӗр эрнерех вӗсем чылай кӑсӑклӑ япала шыраса тупнӑ. 

Шырав пыракан медицина учрежденийӗн хальлӗхе хӑйӗн хӳме тавраш ҫук, анчах та ҫывӑх вӑхӑтрах кунта карта тытса ҫавӑрасшӑн. Унччен, Раҫҫейри археологи институчӗ ыйтнипе, пирӗн ӑсчахсен хулан историллӗ пайне тӗпчемелле. Ӗҫсем иртнӗ эрнере пуҫланнӑ. Кӗске вӑхӑтрах археологсем чылай паха материал шыраса тупма пултарнӑ. Кирпӗч, савӑт-сапа пайӗсем, чӗрчун шӑммисем тухаҫҫӗ. Тупнӑ материала йӑлтах тӗплӗ тӗпчемелле. Студентсем археологсене хаваспах пулӑшаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗн пур лаптӑкӑн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне кӑна чавнӑ. Унӑн тарӑнӑшӗ пӗр метр. Археологсем волонтерсемпе студентсенчен пулӑшу кӗтеҫҫӗ. Вӗсене ҫакӑншӑн сехетне 144 тенкӗ тӳлеме хатӗр. 

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Святослав Петров