Шупашкарти Хӗрлӗ тӳреме Чӑваш автономийӗ ҫӗр ҫул тултарнӑ тӗле уҫма шантараҫҫӗ

Республика кунӗ ячӗпе шупашкарсемпе хула хӑнисене пысӑк парне пулать. Халӗ унта мӗнле ӗҫсем пынипе регион ертӳҫи Олег Николаев паллашрӗ.

Ҫутӑллӑ-кӗвӗллӗ фонтансем, илемлӗ кану вырӑнӗсем, велоҫул, ача-пӑча тата спорт лаптӑкӗсем. Проектпа килӗшӳллӗн, Хӗрлӗ Тӳрем тӗпрен ҫӗнелет, кунта хӑтлӑрах та илемлӗрех пулать. Малтанхи асфальт вырӑнне гранит сарнӑ, халӗ ҫӗнӗ саксемпе тенкелсем, ҫутӑ юписем вырнаҫтараҫҫӗ. Объектра 150 ытла ҫын тӑрӑшать. Строительсем ӗҫе графикпе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ. Олег Николаев объектри ӗҫсемпе паллашнӑ май, ҫӗнелнӗ Хӗрлӗ тӳрем республика ҫыннисемшӗн кӑна мар, унӑн тулашӗнчен, чикӗ леш енчен килекен хӑнасемшӗн те илӗртекен вырӑн пуласса шаннине каларӗ. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров