Шкула 1946-мӗш ҫулта никӗсленӗ. Ҫӗршыва ун чухне водительсем питӗ кирлӗ пулнӑ. Паянхи кун та вӗренӳ заведенийӗн пӗлтерӗшӗ чакман - кунта ӑста водительсене хатӗрлеҫҫӗ. Коллективра кунта пӗлӳ пухнӑ Раҫҫей Геройӗпе Евгений Борисовпа тата тӗнче тавра ҫул ҫӳревре пулнӑ Павел Ивановпа тивӗҫлипех мухтанаҫҫӗ. Шкулӑн вӗренӳ бази пуян. Кунта вӗренекенсем валли 47 техника пур. Вӗсен йышӗнче мӑнаҫлӑ "Уралпа" «Камазсем» те, ҫӑмӑл машинсем те. Юбилея халалласа шкул территорийӗнче уҫӑ музей йӗркеленӗ. Уявра ӗҫре палӑрнисене ДОСААФ шкулӗ 75 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе чысларӗҫ.
Шупашкарти ДОСААФ шкулӗ 75 ҫул тултарчӗ
Ҫак вӑхӑтра унта 50 пин ытла ҫын автомобиль прави илнӗ. Паян вара кунта 185 ҫын пӗлӳ пухать. Вӗсенчен 80 проценчӗ - ҫар комиссариатӗнчен яна каччӑсем.