Валентина Кармалован тӑватӑ ачи те Шупашкарти иккӗмӗш шкулта пӗлӳ пухать. Кашни валли вӗренӳ учрежденийӗнче апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Хутаҫра - сахӑр, тип ҫу, макарон, кӗрпе, сӗткен тата пылак. Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, пурте килте ларнӑ чухне апат нумайрах кирлӗ, ҫавӑнпа тӑкаксем те ӳснӗ. Ҫак пулӑшу ҫемьешӗн питӗ вырӑнлӑ пулӗ.
Елена Дмитриева, Михаил Солин