Валери Туркай, Иосиф Дмитриева пурнӑҫ шкулӗнчи вӗрентекенӗ тесе шутлакан сӑвӑҫ, режиссёр пек те, актёр пек те, тӗпчевҫӗ пек те, куҫаруҫӑ пек те халӑх асӗнче юлмалли ӗҫӗсемпе палӑрнӑ ентешӗмӗрӗн сӑввисене тӗлӗнсе вулать: литературӑна Трер хушма ятпа кӗнӗ Иосиф Александровичӑн чӑваш поэзийӗнче хӑйне кӑна тивӗҫлӗ вырӑнӗ пур. Асӑну каҫне килнӗ педуниверситетри филологи факультечӗн студенчӗсем те Иосиф Дмитриевӑн халӑхӑн авалхи филосифийӗпе витерӗннӗ хайлавӗсене тарӑн ӑнланма тӑрӑшса вулаҫҫӗ. Шел, "Хӗрӗх чалӑш хӗрлӗ ту" кӗнекине авторӗ хӑй курса ӗлкӗреймерӗ, сӑвӑ пуххи унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем ҫине тӑнипе кун ҫути курчӗ.
Ҫавӑнпах ӗнтӗ Ҫеҫпӗл музейӗн ӗҫченӗсем асӑну каҫне "Чӑваш шӑпи - тӗнчемӗрӗн шӑпи" тесе ят панӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкасси ятлӑ пӗчӗк ялтан тухнӑ Иосиф Дмитриева кунҫулӗ чӑннипех те тӗнчепе, хӑйӗн саманипе пӗрле аталантарса пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туса хӑварма хӑват парса тӑнӑ. Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче актёр ӑсталӑхне, ун хыҫҫӑн театр ӳнерӗн аслӑ шкулӗнче режиссура пӗлӗвне илнӗ чӑваш ывӑлӗшӗн театр мӗнпур чун туртӑмӗсенчен чи вӑйли пулнӑ.
Марина Карягина, Дмитрий Макаров