Шупашкарти 5-мӗш гимнази йӑлана кӗнӗ ҫурхи бал ирттерчӗ

Пикесем - капӑр кӗпесемпе, каччӑсем - костюмсемпе. Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем йӑлана кӗнӗ бала пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫал ташӑ каҫне вӗренӳ учрежденийӗ 15 ҫул тултарнине халалланӑ. 

Гимнази балӗ - вӗренӳ учрежденийӗн ырӑ йӑлисенчен пӗри. Ҫак уява пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ: ташӑ суйлаҫҫӗ, илемлӗ хусканусем вӗренеҫҫӗ, репетицисем ирттереҫҫӗ, капӑр ҫи-пуҫ пирки те шутламалла. Уявра кашни ҫулах чи лайӑх ташлакансене суйлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 2020-мӗш ҫултанпа чи тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ учителе палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫак сумлӑ ята вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗ Надежда Горашова тивӗҫрӗ. Ӑна ятарлӑ премипе чысларӗҫ. 

Елена Дмитриева, Святослав Петров