Шупашкарти 40-мӗш шкулта Павел Макаров ячӗпе "Герой парттине" уҫрӗҫ

Вӑл унӑн паттӑрла ӗҫӗ пирки ҫитӗнекен ӑрӑва аса илтерсе тӑракан вырӑн пулӗ. 

Павел Макаров 40-мӗш шкула 5-мӗш класа вӗренме килнӗ. 9 класс хыҫҫӑн техникумра пӗлӳ илнӗ. 2019-мӗш ҫулта каччӑ ҫара кайнӑ, ҫулталӑкран контракт алӑ пуснӑ. Мускав облаҫӗнчи Наро-Фоминск хулинче артиллери полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2022-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Херсон облаҫӗнчи ҫапӑҫура салтакӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 21 ҫулта пулнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Павел шкул пӗтерсен те хӑйӗн тӑван пӗлӳ ҫурчӗпе ҫыхӑнӑва татман. Класс ертӳҫи Надежда Васильева унӑн ҫырӑвӗсемпе сӑн ӳкерчӗкӗсене халӗ те упрать. Юлашкинчен вӑл шкулта 2022-мӗш ҫулхи ҫулла - канӑва килсен пулнӑ. Надежда Николаевна патне пысӑк чечек ҫыххипе ҫитнӗ, асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗк тунӑ. Вӑл тӑван тӑрӑха тепӗр хут кӗркунне килме палӑртнӑ. 

"Герой парти" хушшине шкулти чи пултаруллӑ вӗренекенпе пӗрле Павел Макаровӑн шӑллӗ - 7-мӗш класра ӑс пухакан Антон ларма тивӗҫ пулчӗҫ. Пуҫтарӑннӑ хӑнасем паттӑра асӑнса чӗрӗ ҫеҫкесем хучӗҫ. Наталья Васильевна амӑшӗпе Андрей Иванович тӑван мар ашшӗ ывӑлӗ хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗп тивӗҫне ҫӗршыва хӳтӗлессинче курнине палӑртрӗҫ. 

Павел Макаров пысӑк тӗллевсемпе пурӑннӑ. Малашнехи пурнӑҫне вӑл Федерацин хӑрушсӑрлӑх службипе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленнӗ. 

 

Оксана Верликова, Михаил Солин