Чӑваш ҫи-пуҫне тумланнӑ шкул ачисем хӑйсем камсем пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Дефилене тӗрлӗ ӳсӗмри вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Хусканусене пӗр пек тӑвас тесе чылай хатӗрленнӗ. Репетицисене уроксем хыҫҫӑн ирттернӗ. Ҫапла майпа Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен культурине тӗпчесе ыттисене паллаштарас тенӗ.
Кашни халӑх хӑйсен ҫи-пуҫӗпе мӑнаҫланма пултрать. Дефиле вӑхӑтӗнче ачасем тум-тире кӑтартнипе пӗрлех ун пирки нумай кӑсӑкли каласа кӑтартрӗҫ. Хӑйнеевӗрлӗ ҫулҫӳрев карттине 30 ытла региона кӗртме пултарнӑ. Туслӑх уявне пурнӑҫлама ҫӑмӑл пулмарӗ, палӑртрӗҫ йӗркелӳҫӗсем. Костюмсене шыраса тӗрлӗ учржденине ҫитнӗ, кашни май килнӗ таран пулӑшнӑ.
Уява "Хоровод дружбы народов" ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ӑна пуҫараканӗсем: Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем тата "Женское движение Единой России" юхӑмӑн вырӑнти обществӑлла канашӗн ертӳҫи Наталия Партасова шкул ачисем патне хӑнана ҫитрӗҫ. Вӗсем яшсемпе хӗрсен пултарулӑхӗпе хавхаланса паллашрӗҫ. Вӗренекенсем наци ҫи-пуҫӗн хӑйнеевӗрлӗ куравне те йӗркеленӗ. Чӑваш эрешӗсене вара ҫамрӑк этнодизайнерсем модӑна кӗртес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Илемлӗ капӑрлӑхсем те ӑсталаҫҫӗ. Ҫапла майпа ачасем тӑван культурӑна мӗн пӗчӗкренех ӑша хываҫҫӗ, чӑваш пулнипе мӑнаҫланаҫҫӗ.
Вероника Павлова, Игорь Ульянов








