Ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа ирттермелли куна та ахальтен палӑртман. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 33 ҫул ҫитрӗ. Ку тапхӑр Николай Федорович пурнӑҫӗнче уйрӑм вырӑн йышӑннӑ. Музея "Позывной "Маэстро" ят панӑ. Пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн ҫыхӑнӑва тухнӑ чухнехи ячӗ шӑп та ҫавӑн пек пулнӑ. Биографийӗнче вӑрҫӑ ҫулӗсем те ҫырӑнса юлнӑ. Афганистанра хирӗҫтӑру пынӑ вӑхӑтра 3 пин ытла хутчен вӗҫеве тухнӑ вӑл. Чылай хушӑ ун чухнехи ӗҫ-пуҫа вӑрттӑнлӑхра усранӑ. Музея кӗрсенех куҫ тӗлне тусен хашакӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫу тухса тӑрать. Унта 30-а яхӑн вертолет хутшӑннӑ. Пирӗн ҫарсене тӑшмансем тапӑнса сывлӑш транспортне персе антарнӑ, экипажран чылайӑшӗ чӗрӗ те юлайман. Ҫарти тусӗсем Николай Гаврилов ун чухне хӑйсене ҫӑлнине хумханса каласа кӑтартрӗҫ. Вӑрҫӑ вутне кӗнӗ вӑхӑтсенче кун пек лару-тӑрӑва пирӗн ентеш пӗрре мар лекнӗ, юлташӗсене вилӗм аллинчен туртса илни те чылай пулнӑ.
Алиса Александрова, Михаил Солин