Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗренекенсем патӗнче хӑнара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Евгений Беляев пулчӗ

Пӗлтерӗшлӗ калаҫу. Шкулсенче халӗ кашни эрне ҫакӑн пек урокран пуҫланать. Вӗренекенсемпе литература анинче, культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, ҫар ҫыннисем, депутатсем курса калаҫаҫҫӗ. 

Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш шкулта кун евӗр тӗлпулу чылайранпах йӗркелемен. Ҫакна ӑнланма пулать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен шучӗ республикӑра 100-тен те чакрӗ. Евгений Беляев хӑйне аванах туять. Ҫавӑнпа та вӑй ҫитнӗ таран патриотла ӗҫ-пуҫа хутшӑнма тӑрӑшать. Паттӑрлӑх урокне вӑл Раҫҫейри ветерансен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫипе Виталий Осиповпа килчӗ. Ҫар ҫыннисем шкул ачисемпе тӗл пулассине хӑйсен тивӗҫӗ тесе йышӑнаҫҫӗ.

Алексей Енейкин