Тӗп хулари ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗн ҫак пуҫарӑвне йывӑрлӑха лекнӗ ачасене пулӑшакан Раҫҫейри Фонд ырланӑ - ятарлӑ грант уйӑрнӑ.
Вӗсене кӗтнӗ хӑнасем теме ҫук, анчах та ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнче ӗҫлекенсем ачасен малашлӑхне татса пама пултараҫҫӗ. Ҫак ҫемьене 2 ҫул каялла тимлӗхе илнӗ. Кунта 7 ача ҫитӗнет: асли 14-ра, кӗҫенни кӗҫех 3 тултарать. Кил хуҫи арӑмӗ халӗ пӗчӗккине пӑхать, мӑшӑрӗ - суту-илӳре. Ҫывӑх вӑхӑтра нумай ачаллӑ амӑшӗ те ӗҫе тухасшӑн. 8 ҫул декретра ларнӑ хыҫҫӑн лару-тӑрӑва улӑштармаллине калать. Ҫӗвӗҫе вӗреннӗскер ку енӗпех вырнаҫасшӑн. Ашшӗпе амӑшӗ ӑҫта укҫа ӗҫлесе илни, ывӑл-хӗрӗ чирлемен-и, мӗнпе апатланнӑ, килти тирпейлӗх, ачасем шкулта ӗлкӗрсе пынипе сатике тӑтӑшах ҫӳрени - тӗрӗслеме килнисем кил-йыш мӗнле пурӑннине тӗплӗ тӗпчӗҫҫӗ.
Ирина Николаева, Светлана Позднякова, Владимир Синдеев