Шупашкарта тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ паракан центр уҫӑлнӑ

Вӑл Водопроводнӑй урамри 9-мӗш ҫуртра, Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фондӗнче вырнаҫнӑ. Унта сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ е сусӑр ачасене ӳстерекен ҫемьесене йышӑнаҫҫӗ. 

Шупашкарта пурӑнакан Леонтьевсен иккӗмӗш ывӑлӗ сусӑр ҫуралнӑ. Аня Чижова ячӗллӗ фонд вӗсене пӗрре мар пулӑшнӑ, вӑл шутра ачан сывлӑхне ҫирӗплетме те. 5 ҫынран тӑракан ҫемье халӗ 2 пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнать. Арӑмӗпе упӑшки 35 ҫултан иртнӗ, ҫавӑнпа вӗсем пурӑнмалли майсене лайӑхлатма ҫӑмӑллатнӑ программӑпа усӑ кураймаҫҫӗ. Юрист пулӑшӑвӗ питӗ кирлине ӑнланса илнӗ Леонтьевсем.

Ҫакӑн евӗр тӗрлӗ ыйтупа килеҫҫӗ кашни кунах центра. Ҫывӑх 2 ҫулта кунти юристсем 260 тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пама планлаҫҫӗ. Пӗтӗмпех тӳлевсӗр. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров