Шупашкарта тӳлевсӗр япала центрӗсем уҫӑлнӑ

Вӗсем "Мода ҫуртӗнче", "Питӗр" суту-илӳ центрӗнче тата Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта кӑмӑл тӑвакансем усӑ курман паха япалисене пырса пама, нушаллисем вара тӳлевсӗрех илсе кайма пултараҫҫӗ.

Ку уйрӑмсем ытти суту-илӳ центрӗсенчен пӗрре пӑхсан нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тирпейлӗн вырнаҫтарса хунӑ е ҫакнӑ тум-тир, атӑ-пушмак, ытти япала та пур. Чӑн та, вӗсен хакне кӑтартман. Ку центрсем сахал тупӑшлӑ тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем валли. Вӗсене уҫма хула администрацине Шупашкарти волонтерсен пӗрлешӗвӗ сӗннӗ. Проекта Президент гранчӗсен фончӗ ырланӑ. Уйӑрнӑ укҫапа 3 лаптӑк йӗркеленӗ. Вӗсенчен харӑсах 3 япала илме юрать. Килсе паракансемшӗн вара шучӗпе нимӗнле чару та ҫук. Паллах, тум-тир таса та паха пулмалла. Апла пулин те вӗсене химчисткӑра дезинфекцилеҫҫӗ. 

 

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Михаил Солин