Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫӗнелнӗ центра килекенсене администратор кӗтсе илет. Ҫын еплерех ыйтупа ҫитнине шута илсе ӑна кирлӗ консультант патне яраҫҫӗ. Пулӑшу ӗҫне кӳмелли майсем халӗ, чӑн та, анлӑ. Ҫакна Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та палӑртрӗ.
Цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртни уйрӑмах паха. Черете электронлӑ майпа йӗркелеҫҫӗ. Специалистсем кунне 80 ҫынна йышӑнаҫҫӗ. Кунта килен-каяна меллӗ пултӑр тесе йӑлтах шута илнӗ: ларса канма диван пур, ача-пӑча валли ятарлӑ кӗтес тунӑ, телефона авӑрлама та пулать.
Иккӗмӗш хутра ӗҫпе тивӗҫтерекенсем, ҫамрӑксем, ӗҫ шыракансем валли йышӑну пӳлӗмӗсене йӗркеленӗ. Юнашарах информаци терминалӗ вырнаҫтарнӑ, унта вакансисен списокне пӑхма пулать. "Работа России" ятлӑ кадр агентствисем Шупашкарсӑр пуҫне Канашра, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 19 муниципалитетра ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене ҫӗнетмелле.
Надежда Александрова, Дарья Петрова, Вадим Владимиров