Шупашкарта таксистсен Раҫҫейри конкурсӗн регионти тапхӑрӗ иртрӗ

Паянхи куна ҫак тытӑмра саккунлӑ тӑрӑшма республикӑра пин те тӑватҫӗре яхӑн ҫын лицензи илнӗ. Профессиллӗ таксистсен ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе Чӑваш Енре виҫӗ ҫул каялла ӑмӑрту ирттерме тытӑннӑ.

"Чи лайӑх таксист" конкурсӑн регионти тапхӑрӗ йӑлана кӗнӗ йӗркепе ДОСААФ шкулӗн хатӗрленӳ лаптӑкӗнче иртрӗ. Пухӑннисене Транспорт министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин тата уява йӗркелекенсем саламларӗҫ. Кӑҫал конкурсантсен шучӗ иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан чылай ӳснӗ. Пӗрремӗш ҫул 14 водитель пулнӑ пулсан, кӑҫал вара - вӑтӑр. Вӗсен йышӗнче пилӗк хӗр. Кӑҫалхи ӑмӑртура пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫех - Артур Михайлов палӑрчӗ, 10 пин тенке тивӗҫрӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр вӑл Раҫҫей шайӗнчи конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Халӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулма ӗмӗтленет. 

 

Леонид Петров, Игорь Ульянов