Шупашкарта Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ тыл ветеранӗсене чысларӗҫ

Вӗсен ҫамрӑклӑхӗ калама ҫук йывӑр килнӗ, апла пулин те пуҫа усман, вӗренсе тухса ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пулнӑ. Шупашкарти Калинин район администрацийӗнче тыл тата ӗҫ ветеранӗсене медальпе чысларӗҫ. Вӗсем пурте Сӑр хӳтӗлев чиккине тӑвас ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Элӗк районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зинаида Михеева ҫур ҫула яхӑн хӳтелев чиккине тӳнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Ун чухне 16-ри хӗр пулнӑ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Сӑр хӗрринче талӑкӗпех окопсем чавнӑ. Вӑрман хатӗрлеме те тӑтӑшах явӑҫтарнӑ ҫамрӑксене. Августина Осокина та хӳтелев чиккине тӑвас ӗҫре хастар пулнӑ. Ялти йывӑр ӗҫе пӗчӗклех кӳлӗннӗскер, ахаль пӗрре те ларман, тет. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Педагогика институтне пӗтернӗ. Унтан Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 45 ҫул педагогикӑра тӑрӑшнӑ. Тӗл пулура ҫавӑн пекех Акулина Петровнапа Иван Афанасьевич Петровсене чысларӗҫ. Пурне те медальсӗр пуҫне чечек ҫыххисем парнелерӗҫ. Ветерансем пӗр-пӗринпе чылай вӑхӑт калаҫса ларчӗҫ. 

 

Диана Иванова, Владимир Синдеев