Халӑхпа ҫакнашкал ҫыхӑнӑва администраци ертӳҫисем кашни кварталта тухаҫҫӗ. Мускав районӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ ыйтупа шӑнкӑравласа ҫитрӗҫ. Пӗрисем темиҫе сехетлӗхе ҫуртра электроэнергие сӳнтернин сӑлтавне пӗлесшӗн пулчӗҫ, теприсене тротуар ҫукки канӑҫ памасть. Мускав район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Константинов пӗр ыйтӑва та тимлӗхсӗр хӑвармарӗ, хӑшне-пӗрне ҫийӗнчех татса пама май килчӗ. Калинин район администрацийӗнче вара телефонпа 20 ыйту йышӑнчӗҫ. Парксемпе скверсене тирпей-илем кӗртесси, ҫурт картишӗсене хӑтлӑх кӳресси кӑсӑклантарчӗ ҫынсене.
Диана Иванова, Димитрий Макаров