Шупашкарта пурӑнакан пахчаҫӑ ҫулсерен ҫӗр ытла тӗрлӗ помидор туса илет

Унӑн килне чӑн-чӑн оранжерея теме пулать. Тӗп хулара пурӑнакан Эмма Митевская питӗ чечексем ӳстерме кӑмӑллать. Ҫавӑн пекех вӑл помидор туса илессипе кӑсӑкланса ӗҫлет. Халӗ пахчаҫӑ шӑпах тӗрлӗ-тӗрлӗ калча ҫитӗнтерет. 

Эмма Митевская ахальтен мар Алькеш поселокӗнчи Чечек урамӗнче пурӑнать, тейӗн. Чӳречесем ҫинче пӗр пушӑ вырӑн та ҫук. Кунта халӗ 100 ытла тӗрлӗ помидор калчи ешерет. Вӗсем пурте ҫӳллӗ ӳсекен сортлисем. Ку пахча-ҫимӗҫе нарӑс уйӑхӗнче акнӑ. Вӑрлӑх лайӑх шӑттӑр тесе ӑна малтан йӗпетнӗ татӑкпа губка ҫине хунӑ, кайран хутаҫа чикнӗ. Халӗ ӗнтӗ калчасем ҫӳлелле кармашаҫҫӗ. Вӑй илнӗскерсене кӑшт каярах пахчаҫӑ савӑчӗсемпе пӗрле теплицӑна илсе тухӗ. Унтан ҫу уйӑхӗнче ҫӗр ҫине куҫарса лартӗ. Эмма Геннадьевна помидорсем кӑна мар, чечексем те ҫитӗнтерет. Сӑмахран, колеус кӑна 65 тӗсли ешерет. 

Диана Иванова, Димитрий Макаров