Шупашкарта "Пулас ертӳҫӗ шкулӗ" хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ

Унта кӑҫал 9 педагог хутшӑннӑ. Ытларахӑшӗ - тӗп хулари шкулсен директор ҫумӗсем. Вӗсем вӗренӳ организацине аталантармалли проекта хӳтӗленӗ хыҫҫӑн ятарлӑ пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен сертификата тивӗҫрӗҫ. 

Ку проекта тӗп хулари вӗренӳ управленийӗ 3 ҫул каялла пуҫарнӑ. Ҫак вӑхӑтра унтан 21 специалист вӗренсе тухнӑ. Вӗсенчен 2-шӗ халӗ шкул директорӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ушкӑн пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пӗлӳ илнӗ. Вӗсене Шупашкарти шкулсенчи пысӑк опытлӑ ертӳҫӗсем вӗрентнӗ, хӑйсен ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса панӑ. Пулас ертӳҫӗсем тӗрлӗ наци проектне, шкулсенчи финанс ыйтӑвӗсене татса памалли мелсене, ӗҫ саккунне тата ыттине те тӗпченӗ, лекцисемпе семинарсене хутшӑннӑ. Ҫу уйӑхӗнче 5 педагог Питӗре стажировкӑна кайса килнӗ. Асӑннӑ проект кадрсен ыйтӑвне татса парасса шанаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов