Шупашкарта пӗрремӗш хут туризм форумӗ иртет

Вӑл ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче уҫӑлать. Унта хутшӑнма Раҫҫейри 100 яхӑн хӑна - усламҫӑсем, туроператорсем, тӗрлӗ пӗрлешӳ пуҫлӑхӗсем килсе ҫитмелле.

Вӗсем экспертсемпе пӗрле тӗрлӗ отрасльти туризм аталанӑвне сӳтсе явӗҫ. Пурӗ 9 сесси иртмелле. Уйрӑммӑн илсен промышленность, ача-пӑча, ял хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене хускатӗҫ. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева палӑртнӑ тӑрӑх, кашни регионӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ, палли пур. Ҫак форума ирттерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑн малтанах хамӑра Чӑваш Енпе тата ҫывӑхрах паллашма, мӗнпе мӑнаҫланма пултарнине пӗлме май парать. Унсӑр пуҫне, паллах, туризма аталантарма пулӑшать. Форум вӑхӑтӗнче экспертсем ҫулҫӳрев маршручӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫитес ҫулхи ӗҫ-пуҫа йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем вара мӗнле паллӑ вырӑнсене пӗлеҫҫӗ? Ӑҫта кайса курма пулать? Ку ыйтусене эпир Шупашкарти иртен-ҫӳренсене патӑмӑр.

Диана Иванова, Димитрий Макаров