Шупашкарта нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗ уҫӑлчӗ

Ӑна 18 ҫул тултарманнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ учреждение уҫма хутшӑннӑ ҫемьесемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ.

Нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗ - пач ҫӗнӗ служба. Унӑн тӗп тӗллевӗ ятӗнченех паллӑ - ҫемьесене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх тивӗҫме пулӑшасси. Кунта ҫавӑн пекех сӗнӳ-канаш илме пулать. Социаллӑ реабилитаци центрӗнчи пӳлӗмсене тӗпрен юсама республика хыснинчен 9 миллион та 400 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне сӗтел-пукан, компьютер таврашӗ тата ытти хатӗр туяннӑ.

Центрта ҫулталӑкне 6 пин ҫемье таран йышӑнма пултараҫҫӗ. Кунта киличчен нимӗнле хушма справкӑсем те пуҫтармалла мар. Кашни ҫемье ҫумне куратор ҫирӗплетеҫҫӗ. Специалист вара лару-тӑрӑва тӗпчесе пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшӗ. Семеновсем 5 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Туслӑ йыш йывӑрлӑхсене парӑнтарма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурса та хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ центра уҫма хутшӑннӑ нумай ачаллӑ ҫемьесемпе Республика Пуҫлӑхӗ тӗл пулчӗ, кил-йышсен йывӑрлӑхӗсемпе тата савӑнӑҫӗсемпе кӑсӑкланчӗ. Ҫак кунсенче ҫавӑн пекех Канаш хулинче нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗ уҫӑлмалла. Ҫитес ҫул - Шупашкарти Ҫӗнӗ-Кӑнтӑр районӗнче тата Вӑрмарта. Пурӗ вара Чӑваш Енре ҫакнашкал 32 центр йӗркелеме палӑртнӑ. 

Диана Иванова, Татьяна Иванова, Михаил Солин