Нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗ - пач ҫӗнӗ служба. Унӑн тӗп тӗллевӗ ятӗнченех паллӑ - ҫемьесене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх тивӗҫме пулӑшасси. Кунта ҫавӑн пекех сӗнӳ-канаш илме пулать. Социаллӑ реабилитаци центрӗнчи пӳлӗмсене тӗпрен юсама республика хыснинчен 9 миллион та 400 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне сӗтел-пукан, компьютер таврашӗ тата ытти хатӗр туяннӑ.
Центрта ҫулталӑкне 6 пин ҫемье таран йышӑнма пултараҫҫӗ. Кунта киличчен нимӗнле хушма справкӑсем те пуҫтармалла мар. Кашни ҫемье ҫумне куратор ҫирӗплетеҫҫӗ. Специалист вара лару-тӑрӑва тӗпчесе пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшӗ. Семеновсем 5 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Туслӑ йыш йывӑрлӑхсене парӑнтарма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурса та хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ центра уҫма хутшӑннӑ нумай ачаллӑ ҫемьесемпе Республика Пуҫлӑхӗ тӗл пулчӗ, кил-йышсен йывӑрлӑхӗсемпе тата савӑнӑҫӗсемпе кӑсӑкланчӗ. Ҫак кунсенче ҫавӑн пекех Канаш хулинче нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗ уҫӑлмалла. Ҫитес ҫул - Шупашкарти Ҫӗнӗ-Кӑнтӑр районӗнче тата Вӑрмарта. Пурӗ вара Чӑваш Енре ҫакнашкал 32 центр йӗркелеме палӑртнӑ.
Диана Иванова, Татьяна Иванова, Михаил Солин