Ҫеҫпӗл Мишшин черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тума Шупашкара чӑннипех те мухтавлӑ халӑх ывӑлӗсем килсе ҫитрӗҫ. Уйрӑмах Иван Казанковпа Эдуард Бахмисова палӑртмалла. Кӑҫал вӗсем чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премие тивӗҫнӗ. Тӑван халӑх патриочӗсем ҫак ҫулсенче ҫине тӑрсах авалхи несӗлсен Сӑвар крепоҫне тӑвас ӗҫре вӑй хураҫҫӗ. Вӑл 9 гектар йышӑнать.
Наци вулавӑшӗнчех пухӑннисем Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай тата поэт ячӗллӗ музей ертӳҫи Антонина Андреева пухса хатӗрленӗ "Эп пурӑнатӑп!" ятла ҫӗнӗ кӗнекене пахаларӗҫ. Ӑна сӑвӑҫ чӗри тапма чарӑннӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса икӗ чӗлхепе кӑларнӑ. Унта кӑвар чӗреллӗ поэт Анастасия Червякова патне ҫырнӑ 99 ҫырӑвне тата суйласа илнӗ сӑввисемпе пӗр прозине кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Валери Туркай Петӗр Хусанкай сӑввисен ярӑмӗнчен пухса кӑларнӑ "Тилли кӑна тилли тееҫҫӗ" ятлӑ тепӗр кӗнекепе паллаштарчӗ.
Унтан пурте Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне куҫрӗҫ. Поэта чи ырӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ. Ӗмӗр каяллах куҫ хупнӑ Ҫеҫпӗлӗмӗр паян кун та чӗррисенчен чӗрӗрех пулнине палӑртса йышлӑн пухӑннӑ халӑх палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин