Унӑн хулӑнӑшӗ 18-20 сантиметр пулин те вӑл шанчӑклӑ мар. Ҫанталӑк вара эрне вӗҫӗчченех ӑшӑ тӑрӗ. Унччен маларах Арҫынсен мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче 3 вакӑ касма палӑртнӑ пулсан, тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫак шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Халӑх йышлӑ пуҫтарӑнсан пӑр чӑтмасан та пултарать. Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне тӗпе хурсах Сосновка ҫывӑхӗнче те Атӑл ҫинче вакӑсем касас мар тенӗ. Апла пулин те православи тӗнне ӗненекенсем кӗлӗ туса тасатнӑ ҫӑлкуҫсемпе купельсенче чӳхенсе тухма пултараҫҫӗ. Республикипе пурӗ ятарлӑ 96 вырӑн пулӗ. Ытти хулапа округра та юханшывсемпе пӗвесем ҫинче вакӑсем касма сӗнмеҫҫӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров