Шупашкарта журналистсем валли «RT” шкулӗн курсӗсем иртрӗҫ

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем Чӑваш пичет кунне паллӑ турӗҫ. Уяв телевиденипе хаҫат-журналта тата интернет тытӑмӗнчи хыпарлавра тӑрӑшакансемшӗн уйрӑмах паха пулӑмпа асра юлчӗ. 

“RT” шкулӗ Чӑваш Енри чи сумлӑ хыпарлав хатӗрӗсенче вӑй хуракансене пухрӗ. Тӗлпулӑва студентсемпе район хаҫачӗсенче тӑрӑшакансенчен пуҫласа регион пуҫлӑхӗн пресс-службинче ӗҫлекенсем таранах хутшӑнчӗҫ. Вӗсене тӗнче шайӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен "RT" ушкӑнӑн чи пултаруллӑ специалисчӗсем вӗрентрӗҫ. Ӑсталӑх сехечӗсем тӗрлӗрен вӑйӑ евӗр хӑнӑхтарусемпе пуян пулчӗҫ. Тӗп тӗллев - журналистсене пӗр-пӗр пулӑм пирки ҫырнӑ чухне чи кӑсӑклӑ самант тупса ытти хыпарсенчен уйрӑлса тӑракан материал хатӗрлеме вӗрентесси. Ҫав вӑхӑтрах вӑл тӗрӗс тата пуриншӗн те вулама е курма интереслӗ пулмалла. Нарӑсӑн 12 тата 13-мӗшӗнче «RT» шкулӗ Шупашкара тепӗр хут килет. Ун чухне ятарлӑ курс тухнисене сертификат парса чыслама палӑртнӑ. 

Алексей Енейкин, Вероника Павлова, Игорь Ульянов