Шупашкарта халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсене дезинфекцилеҫҫӗ

Дезинфекторсем шкулсенче, ача сачĕсенче, тӗрлӗ предприятире пулаҫҫӗ. Кирлӗ пулсан, нумай хваттерлӗ ҫуртсен подъезчӗсенче те. Ытларах чухне ковидпа чирленине тупса палӑртнӑ вырӑнта.

"Дорэкс" пӗрлешӳре ӗҫлекенсем, сӑмахран, ҫӗр айӗн ҫӳремелли 8 каҫӑна, Шупашкарти 429 транспорт чарӑнӑвне ятарлӑ хутӑшпа сирпӗтеҫҫӗ. Тӗп хулана вируссенчен хӳтӗлесси - 4 бригада тивĕçĕ. Рабочисем ирхи 6-ра ӗҫе тухаҫҫӗ, 1 процентлӑ натри гидрохлоричӗн хутӑшӗпе усӑ кураҫҫӗ. Шӑнтсан чарӑнусемпе ҫӗр айӗнчи каҫӑсене вируссенчен тасатма пӑрахӗҫ. Ҫакӑ ятарлӑ хутӑш пӑрланса ларма пултарнипе ҫыхӑннӑ. Дезинфекцисӗр ниепле те май килмесен вара уйрăм хушу тухасса кӗтӗҫ.

 


Алиса Александрова, Ирина Ромадова, Игорь Ульянов