Хуралта тӑнӑ чухне темӗн те сиксе тухма пултарать. Ҫавӑнпа саккунсене те, медицина пулӑшӑвӗ пама та пӗлмелле. Конкурсра дружинниксене пур енлӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Физкультурӑпа туслӑ пулни ӗҫре уйрӑмах кирлӗ, ҫавна май дружинниксен ГТО нормисене пурнӑҫлама тиврӗ. Тӑршшӗне сикрӗҫ, турник ҫинче туртӑнчӗҫ, чупрӗҫ, кӗлетке пиҫӗлӗхне кӑтартрӗҫ. Республика конкурсӗнче чи лайӑххисем тупӑшрӗҫ, пурте вӗсем район шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Дружинниксен ретӗнче тӗрлӗ професси ҫыннисем. Халӗ Чӑваш Енре 26 халӑх дружини, 500-е яхӑн ҫын унта. Йӗркелӗхе сыхлас ӗҫе вӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ енлӗн хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ дружинниксене. Конкурсра мала тухакансене парнесемпе дипломсем пачӗҫ. «Чи лайӑх халӑх дружинникӗ» ята Етӗрне районӗнчи Николай Шихмачев тивӗҫрӗ.
Екатерина Фомина, Михаил Нагоркин, Виктор Степанов