Шупашкарта "Доброфорум" иртрӗ

Вӑл хастар та ырӑ кӑмӑллӑ 300 ытла ҫынна пӗрле пухрӗ. Волонтерсен йышӗнче ҫамрӑксем те, аслӑ ӑрурисем те пур. 

"Доброфорум" 2018-мӗш ҫултанпа чи маттур та пуҫаруллӑ волонтёрсене пухать. Кӑҫал та Шупашкара тӗрлӗ пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе хастарӗсене чӗннӗ. Пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни тем пекех паха, теҫҫӗ вӗсем. Форумра тӗрлӗ лаптӑк ӗҫлерӗ. Уйрӑмах ҫут ҫанталӑка тимлӗх уйӑракансемпе культурӑна аталантаракансем валли кӑсӑкли чылай пулчӗ. Вӗсем тӗрлӗ экспертсемпе ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. 

Форумра волонтерсен ӗҫӗпе ҫывӑхрах паллашма май пулчӗ. Хӳтлӗх каррисем ҫыхма, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама вӗрентекен ӑсталӑх урокӗсем йӗркелерӗҫ. Волонтёр-ҫӑлавҫӑсем инкеке лекнисене ал пама яланах хатӗр. Сӑмах май, ҫак кунсенче Шупашкарта пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсем ӳксен, ҫынсене ҫуртсенчен вӗсем эвакуацилеме пулӑшнӑ.

Сцена ҫине Чӑваш Енри чи хастар волонтерсем тухма тивӗҫ пулчӗҫ. Тӗрлӗ ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. "Ҫулталӑк волонтерӗ" ята Ольга Косарева ҫӗнсе илчӗ. Вӑрнарти 2-мӗш шкулта йӗркелесе янӑ "Доброе сердце" ушкӑн ӗҫне ҫакӑн пек пысӑк хак панӑшӑн вӑл чунтан хӗпӗртерӗ. 

Паян Чӑваш Енре 90 пин ытла волонтер. Ку вӑл официаллӑ майпа шута илнисем. Тӗрӗссипе вара ырӑ ӗҫ тӑвакансен йышӗ тата пысӑкрах. 

Вероника Павлова, Анастасия Артюкова, Игорь Ульянов