Шупашкарта ҫитес ҫул хӑтлӑлатма палӑртнӑ обществӑлла вырӑнсен дизайн-проектне суйлассипе сасӑлав пырать

Кашни кӑмӑл тӑвакан хӑйӗн шухӑшне "21городсреда.ру" сайтра пӗлтерме пултарать. Сасӑлава 14 ҫултан иртнисем хутшӑнаяҫҫӗ.

Ятарлӑ платформӑра икӗ лаптӑкшӑн сасӑлама пулать: Максимов урамӗнчи аллейӑшӑн тата Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ бульварӗшӗн. Пӗрремӗшӗнче композиторӑн юррисенчи нотӑсемпе илемлетнӗ ҫулсем тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех видеосӑнав камерисем, арт-объектсем пулаҫҫӗ. Иккӗмӗш проект тӑрӑх ҫутӑ хатӗрӗсем, саксем вырнаҫтараҫҫӗ. Сасӑлав хуласене хӑтлӑх кӗртме пулӑшакан федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет. Вӑл ака уйӑхӗн 30-мӗшчен пырать. Ҫав вӑхӑтрах чылайӑшӗ ҫакӑн пирки пӗлмеҫҫӗ, чӑн та, сасӑлава хутшӑнма хатӗр. Ҫакна эпир ирттернӗ ыйтӑм та ҫирӗплетрӗ.

Диана Иванова, Михаил Солин