Ятарлӑ платформӑра икӗ лаптӑкшӑн сасӑлама пулать: Максимов урамӗнчи аллейӑшӑн тата Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ бульварӗшӗн. Пӗрремӗшӗнче композиторӑн юррисенчи нотӑсемпе илемлетнӗ ҫулсем тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех видеосӑнав камерисем, арт-объектсем пулаҫҫӗ. Иккӗмӗш проект тӑрӑх ҫутӑ хатӗрӗсем, саксем вырнаҫтараҫҫӗ. Сасӑлав хуласене хӑтлӑх кӗртме пулӑшакан федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет. Вӑл ака уйӑхӗн 30-мӗшчен пырать. Ҫав вӑхӑтрах чылайӑшӗ ҫакӑн пирки пӗлмеҫҫӗ, чӑн та, сасӑлава хутшӑнма хатӗр. Ҫакна эпир ирттернӗ ыйтӑм та ҫирӗплетрӗ.
Диана Иванова, Михаил Солин