Пирӗн йыш пысӑк та туслӑ, - теҫҫӗ хӗрарӑмсем хӑйсен пӗрлӗхӗ пирки. Этемлӗхӗн чи черчен пайне хӳтлӗх, тӗрев кӳреҫҫӗ унта. Тӗрлӗ проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Сӑмахран, "Эпӗ-хӗрарӑм" тата "Хӗрарӑма мухтав" фестиваль-конкурссем. Унта тӗрлӗ отрасльсенче ӗҫлекенсене чыслаҫҫӗ. Йывӑрлӑха лекнисене те тӗрев кӳме васкаҫҫӗ хӗрарӑмсем. Донбассран тарса килнисене чӑн малтан пулӑшнӑ вӗсем. Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗсем халӗ "Салтак валли парне" акцие хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров