Ҫулҫӳревҫӗсен клубӗ Шупашкарта 5-мӗш ҫул ӗҫлет. Ӑна пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пӗрлештерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Хастарсем нумаях пулмасть Питӗрти 28 ҫулти каччӑна кӗтсе илчӗҫ. Денис Бритвин Владивостока ахаль самокатпа хӗл лариччен ҫитме палӑртнӑ. Кунне 70 яхӑн ҫухрӑм парӑнтарать, урисем хытӑ ывӑннине калать. Темле йывӑр пулсан та, мӗн шухӑшланине пурнӑҫлас тӗллевлӗ. Чылайӑшӗ инҫе ҫула пӗччен тухма шикленсе тӑрать, анчах та вӗсен опычӗпе паллашма кашнинех усӑллӑ. Чӑваш ҫулҫӳревҫисен клубӗн тӗл пулӑвӗсем пирки Наци библиотекин «ВКонтакте» ушкӑнӗнче пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
Вероника Павлова, Димитрий Макаров, Виктор Чугаров