Слета тӗрлӗ районпа хулари 25 ушкӑн хутшӑнчӗ. Ҫамрӑк инспекторсен ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлнипе пӗрлех, пурнӑҫри ытти хӑрушсӑрлӑх йӗркине асра тытмалла, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама пултармалла. Ҫавӑн пекех ачасем "Автогородокра" тупӑшрӗҫ, чӑрмавсемлӗ ятарлӑ лаптӑкра велосипедпа ярӑнма пӗлнине кӑтартрӗҫ. Ытти ҫул ӑмӑрту икӗ кун тӑсӑлнӑ пулсан, хальхинче пӗр кун пулчӗ. Кашни ушкӑн ҫитӗнӳпе палӑрас тесе тӑрӑшрӗ. Ҫапах та ҫамрӑк инспекторсен республикӑри слечӗн ҫӗнтерӳҫи кӑҫал та улшӑнмарӗ. Чи лайӑххи ята Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми шкулӗнче вӗренекенсем тивӗҫрӗҫ.
Диана Иванова, Михаил Солин