Шупашкарта ҫамрӑк ҫемьесен фестивалӗ иртрӗ 

Ҫамрӑк ҫемьесем Пукане театрӗнче пухӑнчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ артистсен ӑсталӑхӗпе киленнипе пӗрлех хӑйсем те актер профессийӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пултарчӗҫ. Форума Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. 

Ахаль чухне пуканеҫӗсем сцена ҫинче курӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшне кӑсӑклӑ пулчӗ вӗсем мӗнле ӗҫленине сӑнама. Елчӗк районӗнчи Диана Турхан ывӑлӗпе Пукане театрӗнче пӗрремӗш хут. Унӑн сӑмахӗпе районсенче искусствӑпа кӑсӑкланмалли майсем сахалтарах. Театр вӑрттӑнлӑхӗсене артистсем хаваспах уҫӑмлатрӗҫ. Ку пӳлӗмре, тӗслӗхрен, пуканесем ӑсталаҫҫӗ. Ку чӑваш пикине тӗрлӗ фестивальте хӑнасене парнелеҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫемьесен форумӗ 70-е яхӑн ҫынна пухрӗ. Кашни район-хулара ашшӑ-амӑшӗ пуҫарнӑ ятарлӑ пӗрлешӳ ӗҫлет. Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин Наталья Николаеван сӑмахӗпе, республика пурнӑҫне ҫамрӑк ҫемьесене хастартарах явӑҫтармалла. Ҫакӑн йышши фестивальсем вара пӗр шухӑшлӑ ҫынсене тупма тата ҫӗнӗ тӗллевсем лартма пулӑшаҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Владимир Синдеев