Культура институтӗнче хаваслӑ шӑв-шӑв хуҫаланчӗ. Ачасене аниматорсем выляттарчӗҫ, тӗрлӗ хусканусем тутарттарчӗҫ. Чылай чухне аутизмпа аптракансем ыттисенчен ютшӑнаҫҫӗ, ытлашши хутшӑнмаҫҫӗ. Кунта вара кашнин кӑмӑлне тивӗҫтерме тӑрӑшрӗҫ. Фестивале реабилитаци центрӗсенчи педагогсем, ача-сачӗсенчи воспитальсем, ашшӗ-амӑшӗ - пурӗ 400 яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ.
Республикӑра аутизмпа аптракансен шучӗ иртнӗ 5 ҫулта икӗ хут ӳснӗ. Паянхи куна 600 ача шутланать. Вӗсем хӑйсемпе хӑйсем хуҫа мар тейӗн, чылайӑшӗ калаҫмаҫҫӗ, чӑтӑмлӑхӗ те ҫук. Ҫавӑнпа та вӗсемпе специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Дефектологсем, логопедсем, психологсем занятисем ирттереҫҫӗ. Республикӑри реабилитаци центрӗ тата сывлӑх енчен хавшак ачасен вӗренӳ центрӗ валли грант укҫипе сенсорлӑ пӳлӗмсем туяннӑ, 77 специалист ӑсталӑхне ӳстернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах аутизмлӑ ачасем питӗ пултаруллӑ. Ҫакна ятарлӑ конкурс та ҫирӗплетнӗ. Унта 200 ытла ача хутшӑннӑ. Финала вара тӳресем 84-шне суйласа илнӗ. Ачасем хӑйсен ӑсталӑхне ӳкерес, юрлас тата ытти енпе кӑтартнӑ. Кашни номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе парнесем парса чысларӗҫ. Культура институчӗн студенчӗсем вара пухӑннисене концерт кӑтартрӗҫ.
Диана Сафонова, Виктор Степанов








