Шупашкарта Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен "Иволга" форумӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Вӗсем 4 миллион тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Хастар хӗрсемпе тата каччӑсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ.

Проектсен конкурсӗ пӗрремӗш хут инҫет мелӗпе иртнӗ пулин те, унта хутшӑнакан йышлӑ пулнӑ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх университечӗн 4 студенчӗ малтисен йышне лекнӗ. Вӗсен шутӗнче - Виктория Кислова. Унӑн проекчӗ ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарассипе, тӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсем ирттерессипе ҫыхӑннӑ. Виктория грант укҫипе студентсен театрне уҫма ӗмӗтленет. Сергей Александров та хӑйӗн ӗҫне театр пултарулӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Кристина Петровапа Вячеслав Краснов. 

 


Елена Дмитриева, Михаил Солин