Шупашкарта "Астӑвӑм кӗнекин" виҫҫӗмӗш томне пахаларӗҫ 

Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксене халалланӑ астӑвӑм кӗнекин виҫҫӗмӗш пайне пахаларӗҫ. Ӑна хатӗрлес тесе тӗп хулари шкул ачисемпе вӗрентекенсем икӗ ҫула яхӑн ӗҫленӗ. 

Астӑвӑм кӗнекин икӗ пайӗ икӗ ҫул каяллах кун ҫути курнӑ. Вӗсенче тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса киле таврӑннӑ, ҫавӑн пекех ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ, госпитальсемпе концлагерьсенче нушаланса вилнӗ салтаксен кун-ҫулӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсен шӑпи пирки, тӗпрен илсен, паллӑ пулнӑ. Ҫав самантрах кӗнеке валли информаци пуҫтарнӑ вӑхӑтра хыпарсӑр ҫухалнӑ 25 пин салтакӑн уйрӑм списокне хатӗрленӗ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем 600 ытла паттӑр шӑпине тата вӗсене ӑҫта пытарнине уҫӑмлатма пултарнӑ. Хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар ҫыннисем пирки информаци пуҫтарасси - питӗ кӑткӑс та йывӑр ӗҫ, нумай вӑхӑт йышӑнать. Икӗ ҫула яхӑн кӗнекене хатӗрлекенсем Раҫҫей тата Финлянди тӗп архивӗсене тӗпченӗ. Кашни ята, хушамата тишкернӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе тӗп хулари 29, 37, 40, 54, 59 -мӗш шкулсенчи тата 1-мӗш гимназири шырав ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. 

Елена Дмитриева, Святослав Петров