Ҫавӑн пек туйӑмлӑ, пурне те ӑнланмалла пултӑр тесе вулать Марина Карягина хӑйӗн амфистрофӗсене. Кадр хыҫӗнче вырӑсла куҫарса пыни те автора итлеме чӑрмантармасть. Ҫак фильма Александр Куприн режиссер 7 ҫул ӳкернӗ. Видеокадрсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ тесен те юрать. Марина Карягинан тӑван Патӑрьел тӑрӑхне те ҫитсе курнӑ. Кунтах поэтӑн амӑшне курма пулать. Хӑйӗн пултарулӑхӗ мӗн пӗчӗкрен аталанса пынине Марина яланах туйса тӑнӑ.
Фильма пахалама Марина Карягинан ӗҫтешӗсем, юлташӗсем, ентешӗсем, унӑн ӑсталӑхне кӑмӑллакансем чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем тӗп геройӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ пулнине унччен те пӗлнине, ҫапах та фильмпа паллашнӑ хыҫҫӑн хӑйсемшӗн тата ҫӗнӗлӗхсем уҫнине палӑртрӗҫ.
Палиндром асамлӑхӗн кӗтретне Марина Карягина хӑйшӗн 2002-мӗш ҫулта уҫнӑ. Кайран тата йывӑртарах меслет - ҫӗнӗ жанр - шутласа кӑларнӑ: амфистроф. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн кӗнекесем та пичетлеме тытӑннӑ. Литература тӗпчевҫисем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кун пек ӑсталӑхлӑ ҫыравҫӑ тӗнче поэзийӗнче халиччен пулман.
Александр Куприн режиссер фильмри тӗп сӑнар урлӑ пӗтӗмӗшле чӑваш халӑхӗн хӑйнеевӗрлӗхне, авалхи чӗлхен пуянлӑхне кӑтартма тӗллев лартнӑ. Вӗсем Мускаври пӗр фестивальте паллашнӑ. Маринӑн сӑввисенчи темле хӑват хумӗ режиссера тыткӑнланӑ. Александр халӗ пирӗн чӗлхен кӗвӗлӗхне туйма вӗренсе ҫитнине каларӗ.
Шупашкарти халӑхсем хушшинчи кино фестивалӗ пынӑ вӑхӑтра ҫак фильма 4 лаптӑкра кӑтартрӗҫ. Куракансем сӑвӑсен асамлӑ вӑйне туйса залтан хавхаланса та мӑнаҫланса тухрӗҫ.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров