"Наследие" издательство ҫурчӗн проекчӗ Раҫҫей шайӗнче палӑрнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра мӗн-пур лауреата "Достояние Республики" журналӑн пӗрремӗш страницинче курма пулӗ. Кӑларӑм Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑнпа журналӑн редакци канашӗ сумлӑ ят парассине пуҫарнӑ. Кӑҫал ӑна 9 ҫын тата пӗр пӗрлешӳ тивӗҫрӗ. Вӑл йышра Агриппина Янович вӑрҫӑ ветеранӗ, Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑрусен ветеранӗ Юрий Григорьев, сусӑр ачасене пулӑшакан центр ертӳҫи, Улатӑрти чиркӳ настоятелӗ Андрей Савенков, Шуршӑлти космонавтика музейӗн пуҫлӑхӗ Александр Тукмаков, медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Валерий Соловьев нейрохирург тата ыттисем те.
Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май ҫавраҫул медалӗпе вӑрҫӑ ачисене тата ҫитӗнекен ӑру хастарӗсене чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех чыслава спортсменсене, пултаруллӑ шкул ачисемпе кадетсене, вӗсен педагогӗсене чӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн ҫутӑ пуласлӑхӗ шӑпах мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксен аллинче.
"Достояние Республики" ята тивӗҫнисем вара малашне те ырӑ ӗҫӗсемпе, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пуҫарӑвӗсемпе Чӑваш Енӗн историне кӗрсе пырӗҫ, тӑван тӑрӑхӗн малашлӑхне витӗмлӗ тӳпе хывӗҫ.
Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Игорь Ульянов