Шупашкарпа пӗрле Республика кунне кӑҫал Тӑвай тӑрӑхӗнче анлӑ паллӑ турӗҫ

Ҫак чыса тӑвайсем 11 ҫул каялла та тивӗҫнӗччӗ. Хальхинче те уяв тӗлне кунта пуян программа хатӗрленӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те хута кайрӗҫ. 

Уявра кашниех хӑй кӑмӑлне тивӗҫтерме пултарчӗ. Ҫитӗнекен ӑру валли "Ача-пӑча Акатуйӗ" йӗркеленӗ. "Пултарулӑх бульварӗнче" те ҫамрӑк маҫтӑрсем аслисемпе танах ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Кашни ял тӑрӑхӗ ятарлӑ фестивальте тараватлӑхӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе тыткӑнларӗ. Трактор музейӗ парад ирттерчӗ. Мини-футболла, волейболла выляссипе, кӗрешӳпе тата самбо енӗпе ӑмӑртусем пулчӗҫ. Артистсем курма килекенсене кунӗпе юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ӗҫре палӑрнисене сцена ҫинче чысларӗҫ. Тӑвайсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Юсав хыҫҫӑн таврапӗлӳ музейӗ уҫӑлчӗ. Ӑна "Культура" наци проекчӗпе тӗпрен ҫӗнетнӗ. Ҫурта ҫӗнӗ варкӑш кӗртме 15 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Унта пӳлӗмсене юсанӑ, инженери коммуникацийӗсене улӑштарнӑ. Халӑх пуҫарӑвӗн программипе музей валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянма май килнӗ. Ҫавӑн пекех уяв кунӗ Тӑвай тӑрӑхӗнче сыр тӑвакан хальхи йышши цех хута кайрӗ. Чутей ялӗнче пурӑнакан Татьяна Юркина 2021-мӗш ҫулта 8 миллион тенкӗ грант тивӗҫнӗ. Тепӗр 3 миллион ҫурӑ хӑй укҫине хушса ӗҫе йӗркелесе янӑ, кирлӗ хатӗрсем туяннӑ. Кунта темиҫе тӗрлӗ сыр туса кӑлараҫҫӗ - сулугуни, моцарелла, чечил, ламбер, качота тутанса пӑхма пулать. Унсӑр пуҫне сырлӑ рулет, йогуртпа тӑпӑрч хатӗрлеҫҫӗ. Предприяти ҫулталӑкне 20 тонна таран продукци кӑларма палӑртать. Сыра хамӑр тӑрӑхра кӑна мар, Мускавпа Кирова та ӑсатнӑ. Кӑҫал республикӑра тата ытларах фермера пулӑшас тӗллевлӗ. "Перспектива" грант валли пурӗ 150 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Патшалӑх укҫине сурӑх е пулӑ ӗрчетекенсене, ҫырла е пахча-ҫимӗҫ туса илекенсене, агротуризма аталантаракансене параҫҫӗ.

Ирина Николаева, Михаил Солин