Шупашкара хир сыснисем иленнӗ

Вӑрманти хӑнасене кӑҫал час-часах хула варринче асӑрханӑ. Телефон ҫине те пӗрре мар ӳкерсе илнӗ.

Ҫут ҫанталӑк министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, хир сыснисем Лакрей тата Гузовски вӑрманӗсенчи, "Садовый" ҫырминчи йӗкелсемпе тата пан улмисемпе апатланаҫҫӗ. Куҫса ҫӳреме те чӗрчунсене халӗ ҫӑмӑлтарах. Юр сахал, сивӗ те мар. Чӗрчунсем хула еннелле туртӑннинче ҫынсен айӑпӗ те пур - вӗсем апат юлашкисене ӑҫта килнӗ ҫавӑнта пӑрахаҫҫӗ, ҫапла майпа хир сыснисене илӗртеҫҫӗ. 

 

Вероника Павлова, Владимир Синдеев