Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава ку тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитрӗ

Ӑна асӑнса ирттернӗ кӗлле Пукравпа Татиана чиркӗвӗнче Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий ертсе пычӗ. 

Хисеплӗ митрополита аса илсе уншӑн кӗлтума чиркӗве халӑх нумаййӑн пуҫтарӑнчӗ. Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхне Канаш епископӗ Стефан, Василий (Паскье) архимандрит, Иов (Маркелов) иероманах, собор настоятелӗ Николай Иванов протоиерей, округсен благочиннӑйӗсем, Чӑваш митрополийӗнчи чиркӳсен настоятелӗсемпе клирикӗсем пулӑшса пычӗҫ. Священниксем Раҫҫей ҫӗрӗнчи тӑнӑҫлӑхшӑн Турра тархасларӗҫ, Варнава митрополита ӗмӗрлӗх пурнӑҫра канӑҫлӑх сунса кӗлтурӗҫ. 

Служба вӑхӑтӗнче Пукравпа Татиана чиркӗвӗн Кира Степанова ертсе пыракан хорӗ юрларӗ. Литурги вӑхӑтӗнче Савватий митрополит Андрей Медведева дьякона кӗртрӗ. Владыка пилленипе Иоанн Маштаков иерей Кирилл Святейши Патриарх Пӗтӗм Тӗнчери Пӗрремӗш Пуху пулнӑранпа 1700 ҫул ҫитнӗ ятпа саламласа янӑ ҫырӑва вуласа пачӗ. Кӗлӗ вӗҫленнӗ май Варнава митрополита асӑнса лития юрларӗҫ, Савватий митрополит хайӗн сӑмахне каларӗ. Чиркӗве ҫӳрекенсем хисеплӗ те юратнӑ Варнава владыка ҫинчен ӑшшӑн аса илеҫҫӗ. 

Кӑнтӑрла иртсен Савватий митрополит Сергий Радонежский ячӗпе лартнӑ чиркӳ алтарӗ ҫумӗнче, ӗмӗр асӑнма тивӗҫлӗ Варнава владыкан вилтӑпри ҫинче, лития ирттерчӗ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина