Шупашкар тӑрӑхӗнчи волонтёрсем ятарлӑ ҫар операцин салтакӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ

Фронтпа тыл пӗрле кар тӑрсан тӑшмана парӑнтаратпӑрах, теҫҫӗ Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Пурте пӗрле" ушкӑн волонтёрӗсем. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗсемпе хастарсем тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Мӗн кирлипе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Отпуска килекен салтаксемпе курнӑҫма тӳр килнӗшӗн вара уйрӑмах савӑнаҫҫӗ. Хальхинче те Шӑнкас клубӗнче ӑшӑ тӗл пулу иртрӗ. 

"Пурте пӗрле" волонтёрсен ушкӑнӗ 2023-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Шӑнкас тата Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем ҫӳреҫҫӗ кунта. Малтан салтаксем валли ҫӑм нуски ҫыхса панӑ, каярах хӳтӗлев каррисем тума тытӑннӑ. Ӗҫӗ пурин валли те пур. Халӗ волонтёрсем чей те, окоп ҫуртисем те, шӑрпӑксем те тӑваҫҫӗ, фронта мӗн кирлӗ - йӑлт хатӗрлесе пама тӑрӑшаҫҫӗ.

 - Тыл тӗрев пани чуна ӑшӑтать, хавхалану кӳрет, - терӗҫ ентешӗсене тав туса отпуска килнӗ салтаксем. "Механик" тата "Апаш" хушма ятсемпе ҫӳрекенскерсене ял-йыш ӑшшӑн та тараватлӑн кӗтсе илчӗ. Волонтёрсем фронтри пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлчӗҫ, мӗнле пулӑшу кирлине сӳтсе яврӗҫ. Ҫамрӑксем ятарлӑ ҫар операцине тулли мар мобилизаципе 2022-мӗш ҫулхи кӗркунне тухса кайнӑ. Иккӗшӗ те салтак тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. "Механик"- санинструктор, ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн яваплӑ. "Апаша" кӑткӑс та йывӑр ӗҫсенчен пӗрне шанса панӑ. Ротӑра чӑвашсем тата та пур. Ентешсем ҫумра пулни ҫав тери хаклӑ, - теҫҫӗ салтаксем. Тӑван тӑрӑхран вӗсем патне гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитерсех тӑраҫҫӗ. Хӳтӗлев каррисем уйрӑмах кирлине палӑртрӗҫ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем. Сеткӑсем пулмасан тӑшман куҫӗнчен пытанма ҫав тери йывӑр пулӗччӗ. Кӗмӗл волонтёрсем, акӑ, черетлӗ маскировка каррине хатӗрлесе ҫитерчӗҫ. Виталий Ананьев - 78-та. Шӑнкасри культура ҫуртне Мӑштавӑшран ҫӳрет. 

Паттӑр салтаксене "Шуракӑш" ушкӑна ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхне парнелерӗҫ, часрах ҫӗнтерӳпе таврӑнма пиллерӗҫ. 

Екатерина Фомина, Николай Семёнов